Хаклӑ вулаканӑм! Сирӗн умӑрта Юхма Мишшин ҫӗнӗ историлле романӗ. «Купрат патша» тесе ят панӑ ӑна. Унӑн иккӗмӗш, хушӑм ячӗ те пур — «Пурнӑҫ ҫулӗ — вӑрӑм ҫул». Ку вӑл писатель ҫыракан «Хуркайӑк ҫулӗ» ят панӑ историлле хайлӑвсен ярӑмне кӗрекен пиллӗкмӗш роман. Малтанхисем — «Хӗвел хапхи (Тамарислу — амаҫынсен патши)», «Юрӑҫӑпа патша (Сӑкӑтпики — сар пике)», «Ылттӑнту — тӑван кил (Метте — хунсен ҫарпуҫӗ)» тата «Аттил патша (Ҫын куҫҫулӗ ҫӗре ӳкмест)». Пурӗ вуникӗ роман пулмалла, вӗсем пурте чӑваш халӑхӗн пин-пин ҫулхи пурнӑҫӗнчи чи асра юлмалли тапхӑрсене ҫутатса памалла.
Юхма Мишши — паллӑ писатель тата тӗпчевҫӗ. Эпӗ халӗ унӑн талантлӑ романӗсем, повеҫӗсемпе калавӗсен, пьессисен, сӑввисен, очеркӗсемпе ытти хайлавӗсен икҫӗре яхӑн кӗнеки пирки ҫырасшӑн мар. Вӗсем пурте чӑваш халӑхӗн наци пурлӑхӗ, чӑваш литератури пахчинчи чи паха ҫимӗҫсем. Эпӗ кунта ытларах унӑн тӗпчевӗсем пирки ҫырасшӑн. Хӑйӗн «Авалхи чӑвашсен туррисемпе паттӑрӗсем» кӗнекипе тата чӑваш сӑмахӗсен историне ҫутатакан «Ылттӑн сӑпка» кӗнекипе Юхма Мишши чӑваш культурин никӗсне тӗкӗр пек ҫутатса кӑтартрӗ. Вӑл чӑваш пайӑчӗсене пуҫтарса, «Ҫамрӑклӑха аса илни» ятпа уйрӑм кӗнеке туса кӑларчӗ. Авалхи чӑваш халӑх юррисене пуҫтарса, «Тӑванах та халӑх вилӗмсӗр» кӗнеке пичетлесе кӑларчӗ. Вӗсем — академилле кӑларӑмсем. Вӗсене пичетлесе кӑларса Юхма Мишши пирӗн халӑх пултарулӑхӗн сӑвӑлла курӑмне пӗтӗм тӗнчене тӗкӗр ҫинчи пек кӑтартрӗ.
Эпӗ тата Юхма Мишшин тепӗр улӑпла ӗҫне те уйрӑммӑн илсе кӑтартасшӑн. Вӑл ырми-канми ӗҫленине пула эпир халӗ хамӑр халӑхӑн авалтан пыракан философилле-эпикӑлла шухӑшлав тытӑмӗ епле аталанса пынине те куҫкӗретех курма пултаратпӑр. Кунта эпӗ Юхма Мишши пуҫтарса, пичете валли хатӗрлесе, ӑнлантарусемпе кӑтартусем ҫырса вулакансӗм патне ҫитернӗ «Аттилпа Кримкилте», «Ылттӑнпик» тата «Ҫичӗ пике-элтти» авалхи чӑваш халӑхӗн эпикӑлла поэмисем, кӗскен каласан, эпосӗсем пирки ҫыратӑп. Вӗсем пирӗн халӑхӑн пахаран та паха пурлӑхӗ, ылттӑн ҫӳпҫин чи чаплӑ эткерӗ.
Юхма Мишшин пӗтӗм халӑх савӑнмалли чи пысӑк ӗҫӗ вӑл авалхи чӑваш халӑхӗн историне тӗпчесе ҫырнӑ хайлавсем — «Авалхи чӑвашсен чаплӑ ҫыннисем», «Авалхи чӑвашсен чаплӑ хӗрарӑмӗсем», «Авалхи чӑваш юрӑҫисем», «Авалхи чӑваш хулисем», «Авалхи чӑваш патшалӑхӗсем». Вӗсене пӗрлештерсе-пӗтӗмлетсе тӑракан ӗҫ вара — «Авалхи чӑвашсем» истори очеркӗсен пысӑк кӗнеки. Ӑна чӑвашла та (1996 ҫ.), вырӑсла та (1998 ҫ.) пичетлесе кӑларнӑ. Ҫав кӗнекесенче ӗнтӗ вӑл питӗ уҫӑмлӑн, питӗ ӗненмелле, историлле чӑнлавсемпе тата тахҫанхи пулӑмсемпе тӗрӗс усӑ курса, пирӗн халӑхӑн авалхи историне тӗкӗр ҫинчи пек уҫса пачӗ, эпир Атӑлҫи пӑлхарсен паян куна ҫити упранса юлнӑ тӑхӑмӗ иккенне лайӑх ӑнлантарса ҫырса кӑтартрӗ. Атӑлҫи Пӑлхарстан — Азов тинӗсӗпе Ҫурҫӗр Кавказ таврашӗнче ҫӗкленсе кайнӑ Аслӑ Пӑлхарстан патшалӑхӗн тӑсӑмӗ. Ҫав Аслӑ Пӑлхарстан патшалӑхӗ ҫинчен, чӑваш халӑхӗн ун чухнехи пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырса кӑтартать те ӗнтӗ Юхма Мишши хӑйӗн ҫак ҫӗнӗ романӗнче.
Аслӑ Пӑлхарстан патшалӑхне чӑмӑртаса йӗркелекенӗ тата ҫур ӗмӗре яхӑн тытса тӑраканӗ — Купрат патша. Вӑл Юхмз Мишшин ҫӗнӗ романӗн тӗп геройӗ. Романне те писатель ун ячӗпе панӑ.
Писателӗн «Хуркайӑк ҫулӗ» ятлӑ историлле ярӑмне кӗрекен романсенчи ӗҫсем пуринче те икӗ вӑхӑт тапхӑрӗнче пулса иртеҫҫӗ. Пӗрремӗш тапхӑр вӑл — хальхи самана. Ҫӗнӗ романри иккӗмӗш тапхӑр — Аслӑ Пӑлхарстан патшалӑхӗн тапхӑрӗ, пирӗн эрӑри VII ӗмӗр. Пирӗн тапхӑрти ӗҫсене ҫырса кӑтартма та писатель питӗ хӑйне евӗрлӗ сюжет тунӑ. Купрат патшан пилӗк ывӑл пулнӑ. Ашшӗ вилнӗ хыҫҫӑн вӗсем хӑйсене пӑхӑнса тӑракан йӑхсемпе тӗрлӗ ҫӗрелле сапаланса кайнӑ. Вӗсен тӑхӑмӗсем чи малтан — хальхи чӑвашсем, Дунайҫи пӑлхарсем тата Ҫурҫӗр Кавказра пурӑнакан балкарсемпе карачайсем. Ҫав халӑхсен тӗпчевҫисемпе писателӗсене романри Михаил Николаевич Убиев хушаматлӑ маттур чӑваш Купрат патшан паян куна ҫити упранакан вилтӑприйӗ ҫине пуҫтарать. Ҫапла вара Купрат патшан тӗрлӗ ҫӗрӗ саланса кайнӑ тӑхӑмӗсен элчисем вунвиҫӗ ӗмӗр ытла иртнӗ хыҫҫӑн пӗрремӗш хут пӗрле пуҫтарӑнаҫҫӗ. Пӗр тымарлӑ, пӗр юнлӑ халӑхсен паянхи куна ҫити упранса юлнӑ пӗр-пӗрин патне туртӑнас вӑйӑн асамлӑ пурлӑхӗ, истори чӑнлӑхӗн управӗ ҫинчен калакан символла сюжет ку. Ҫавӑнпа ӗнтӗ ку романӑн кашни сыпӑкне, кашни пайне, кашни тапхӑрне пирӗн вулакансем хапӑлласах вуласса эпӗ питӗ шанатӑп.
Юлашкинчен тепӗр чӑнлӑха калас килет манӑн. Чӑнлавсенче ҫырса кӑтартнӑ ҫынсене писатель пӗрне те шутласа кӑларман. Вӗсем пурте чӑн пурнӑҫ ҫыннисемех, Юхма Мишшин пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ пултаруллӑ ҫынсем — Алим Теппев та, Зарема Кипкеева та, Галя Колева та, Христо Маджаров та, ыттисем те. Ҫакӑнпа пӗрлех тата тепӗр чӑнлӑха та каламасӑр хӑвараймастӑп. Ҫак ҫӗнӗ романри Михаил Николаевич Убиев вӑл — писатель хӑй, ҫак кӗнеке авторӗ; характерӗпе те, ӗҫӗпе те, пӗлӗвӗпе те, пултаруллӑхӗпе те, тӑван чӑваш халӑхне чунтан-чӗререн юратнипе те, унӑн пуласлӑхӗшӗн ырми-канми, чӑн-чӑн улӑп пек тӑрӑшнипе те. Ун пек ҫынсем кӑна ҫак пахаран та паха ӗҫе те тума пултараҫҫӗ, ҫакӑн пек тӗпчевсем те туса ирттереҫҫӗ, ҫакӑн пек халӑха кирлӗ романсем те ҫырма пултараҫҫӗ.